Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевпа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӗлпулнӑ чух каланӑ.
Николай Угаслов ӗнентернӗ тӑрӑх, регионсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем юлашки ҫулсенче Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну ӗҫленине уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Вӗсене аталанса пыма, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хайхисем.
Юлашки ҫулсенче ЧНК пайташӗсем тӗрлӗ региона тухса ҫӳреҫҫӗ, унти чӑвашсемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин Симферопольте пӗрлешӗвӗ уҫӑлӗ, ҫитес вӑхӑтра та Белгородра наци культурин автономийӗ йӗркеленмелле.
Ҫӗршыври регионсенче те ҫавӑн йышши пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӗсен шучӗ 81-рен 93 ҫитнӗ-мӗн.
Ӗнер Чӑваш Республикин наци вулавашӗнче «Чӑваш халах сайчӗн аталану ҫулӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Мероприятие портала йӗркеленӗрепне 10 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерчӗҫ. Халӑх сахал мар пухӑнчӗ.
Тӗп доклад тӑваканни Николай Плотников пулчӗ. Вӑл Чӑваш халӑх сайтне мӗнле аталантармалли ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл докладпа туллин порталӑн Статьясен пайӗнче паллашма пулать. Ытти тухса калаҫакансем вара сайтӑн дизайнне ҫӗнетмелли, видеосен пайне ытларах аталантармалли пирки каларӗҫ. Унсӑр пуҫне Игорь Алексеев Чӑваш халӑх сайчӗн малтанхи утӑмӗсене те аса илчӗ, пухӑннисене паллаштарчӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторне хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ — Чӑваш наци конгресӗнчен тата Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗнчен.
Ҫавра сӗтелпе туллин каярах «Сӑвар ТВ»-ри видеора паллашма май пулӗ.
Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарчӗ. Ҫак куна палӑртса эрнекун, авӑнӑн 11-мӗшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн аталану ҫулӗ» ҫавра сӗтел ирттерме палӑртрӑмӑр. Вӑл Чӑваш наци библиотекинче иртӗ. 15:30 валли 218 пӳлӗме пухӑнмалла.
Ҫавра сӗтелте эпир сире Чӑваш халӑх сайчӗн йышне кӗрекен пайсемпе паллаштарӑпӑр, малашнехи утӑмсене сӳтсе явма, аталану ҫулне тупма тӑрӑшӑпӑр. Ҫавӑн пекех интернетри чӑваш чӗлхин вырӑнне те сӳтсе явӑпӑр.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш халӑх сайтне пуҫлама пулӑшакансене, унти калаҫусемпе сӳтсеявусене хутшӑнакансене, информаципе тултарма пулӑшакансене, тӗнче тетелӗнчи чӑваш чӗлхине аталантаракансене пурне те йыхравлатпӑр!
Тутар Республикин Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви Ҫӳлту районӗнче «Кӑвайт» (Костер) ача-пӑчан сывлӑхпа вӗренӳ центрӗнче тӗрлӗ халӑх ачисем валли кану сменисем йӗркеленӗ. Чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсем те пӗр эрне хырлӑх вӑрманӗнче каннӑ. «Канса савӑннисӗр пуҫне вӗсем кунта тӑван культурӑпа чӗлхине те тарӑнрах вӗренчӗҫ», — тесе пӗлтерет кун пирки Светлана Салдыкова.
19 районтан килнӗ 68 чӑваш ачипе уйхлӑхра Анат Камӑри 34-мӗш гимнази вӗрентекенӗсем ӗҫленӗ. Татьяна Леонтьевӑпа Людмила Ильгузина аслӑ категориллӗ педагогсем тата ӳнер искусствине вӗрентекен Марина Чугайнова эрне тӑршшӗпе ачасемпе чӑваш чӗлхипе литературин урокӗсене, маҫтӑр-классем, тӗрлӗ тестпа тренинг ирттернӗ. Вӗсем ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе, тавракурӑмӗпе савӑнтарнине, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, наци культурине лайӑх пӗлнипе палӑрнӑ. Чӑн та, уйлӑхра чӑваш чӗлхипе литература олимпиадисенче палӑрнӑ ачасем каннӑ.
Пултаруллӑ ачасем валли пӗлтӗр Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче кану йӗркеленӗ. Чӑваш ачисем валли ятарласа уйхлӑх уҫнӑ ун чух.
Чӑваш Енре паспортпа вӗрле чӑвашла вкладыш пама пуҫласси пирки культура министерстви тӳррӗн хуравлас темен. Ҫапларах пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» тӗнче тетелӗнчи хаҫат. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗнче ҫак сӗнӳпе «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Михаил Игнатьев патне ҫырупа тухнӑччӗ. Хӑйсен сӗнӗвӗнче хастарсем паянхи кун вкладыша тӑван чӗлхепе Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Якутире пани пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Ку ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗ туса пыма ирӗк пани ҫинчен систернӗччӗ.
Культура министерствинчен килнӗ ҫырури хуравра чӑвашла вкладыш тума тытӑниччен малтан укҫа-тенкӗ тата техникӑпа йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен тӑкаксене шутласа кӑлармалли пирки пӗлтернӗ. Ҫак шутлавсене тумасӑр «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тӑратнӑ ыйту ҫине татӑклӑн хуравлама май ҫук тенӗ. Ҫырӑва министр ҫумӗ Иван Иванов алӑ пуснӑ. Хуравпа (pdf) туллин «Ирӗклӗ сӑмах» сайтра паллашма пулать.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх адресӗпе янӑ ҫырура «Ҫыхӑнура» канашлура ҫак темӑна сӳтсе явнӑ ыйтӑма та илсе панӑ — вӑл сайтра сасӑлакансен ытларах пайӗ хирӗҫ иккен.
Тӳре-шара татӑклӑ хуравламан пулсан та «Ирӗклӗх» хастарӗсем ку ыйтупа малашне те ӗҫлессе шантараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Турцири икӗ университетӑн ӑсчахӗсем Огузхан Дурмуш тата Синан Гюзел Ӗпхӳ хулинчи чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Иван Тарасов каланӑ тӑрӑх, тюркологсем ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине вилекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ май Раҫҫейӗн регионӗсенче лару-тӑру еплине тӗпчешшӗн.
Турккӑ ӑсчахӗсем наци вырсарни шкулӗсен концепцийӗпе вӗсен опычӗ хытах кӑсӑклантарнӑ. Турцире ун пекки ҫуккине пӗлтернӗ вӗсем. Турципе чӑвашсен туслӑхӗ пирки вӗсем ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Чӗрӗк ӗмӗр каялла паллӑ пушкӑрт ӑсчахӗ, Зиннур Ураксин академик Иван Тарасова Талят Текин профессорпа паллаштарнӑ. Шкул пуҫлӑхӗ ун чухне ӑна «Нарспи» поэмӑна парнеленӗ. Текин ӑна тюркологи докторне Эмине Йылмаза панӑ. Иван Тарасов турккӑ профессорӗпе туслӑ пулни пирки ҫырнӑ очерка чӑваш чӗлхин хрестоматине те кӗртнӗ.
Шупашкарти А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 10-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Юлия Анисимова «Чӑваш республикин тава твиӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Етӗрне районӗн Мӑн Явӑш ялӗнче кун ҫути курнӑ Юлия Елисеевна пӗчӗкренех тӑван культурӑпа, йӑла-йӗркепе тата чӗлхепе кӑсӑкланнӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак тӗллевпех вӑл вӑтам шкул пӗтерсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗнчи чӑваш уйрӑмне вӗренме кӗни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби хыпарлать. Университетран ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухсан Юлия Анисимова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Каярахпа ҫемьеленсе Шупашкара куҫса килсен 10-мӗш шкула вырнаҫнӑ. Кунта вӑл чылай хушӑ директорӑн ҫумӗнче вӑй хунӑ.
Шкулти хӗрӳ ӗҫ-пӳҫсӑр пуҫне Юлия Анисимова «Чӑваш Республикин учителӗсен асссоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури секциӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче вӑй хурать. Юлия Елисеевна Анисимова — ЧНК Президиумӗн пайташӗ те. Конгресс ирттерекен мӗн пур ӗҫ-пуҫа вӑл хастар хутшӑнать.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗхе чӑвашла хурав паманни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне вӗсем тӳре-шарасем патне чарӑну вырӑнӗ пек усӑ куракан суту-илӳ павильонӗсем ҫине чарӑну ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хуни килӗшменрен ҫыру шӑрҫаланӑччӗ. Ӑна вара чӑвашла ҫырнӑ пулнӑ. Тӳре-шара та чӑвашлах хуравламалла пулнӑ. Кӑна «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунӑн 11 статьи ыйтать. Анчах та чӑвашла ҫырма техника майӗсем ҫук тесе прокуратура ун чухне вырӑсла хурав ҫитернӗ.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх саккуна пӑсни пирки тепӗр ҫыру ҫырнӑ. Халь вара ҫав ыйтупа хурав килнӗ. Ленин район прокуратурине республика прокуратуринчен сӑмах тивнӗ иккен — хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗс йӗркелесе пыманнишӗн вӗсене ятланӑ. Малашне хут ӗҫӗсене саккуна пӑхӑнса туса пыма каланӑ тата хут ҫаврӑнӑшӗ мӗнле пынине тимлӗн пӑхса тӑма хушнӑ. Ҫак ӗҫе пуҫарни пирки «Ирӗклӗхе» республика прокуратури хуравласа каласа панӑ та.
«Чӑвашпа Чӗмпӗрӗн экономикӑпа политкультура анлӑшӗ: пӗтӗмлетӳ тата малашлӑх». Ҫак ятпа ӗнер Шӑмӑршӑра ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта пирӗн республикӑн тата Чӗмпӗр облаҫӗн ертӳҫисем: Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ — Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ.
Икӗ енлӗ хутшӑнусем пирки каланӑ май Михаил Игнатьев регионсем географи тӗлӗшӗнчен кӑна мар, ӑс-хакӑл енпе те ҫывӑххине палӑртнӑ. «Пирӗн иртнинче тата хальхинче пӗр пекки нумай», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл 1968 ҫулта Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗн пӗлтерӗшне, унта ӑс пухнӑ Константин Иванов поэта аса илнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнче ытти халӑхпа танлаштарсан чӑвашсем йышпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Ҫавна май вӑл асӑннӑ облаҫ кӗпӗрнаттӑрне чӑваш этносне, чӗлхине тата культурине упраса хӑварма майсем туса панӑшӑн тав тунӑ.
Сӑнсем (27)
Ӗнер пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин килнӗ. Унпа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата хамӑр тӑрӑхри информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ.
Федераци министрӗн ҫумӗ Чӑваш Енре цифра телекуравӗ ӗҫлеттерсе ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем епле пыни пирки калаҫнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен 42 объекта хута ярассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле республикӑри халӑхӑн 99 проценчӗ цифра формачӗпе 10 канала пӑхма пуҫлайӗ. «Тепӗр майлӑ каласан, яла пахалӑхлӑ телекурав ҫитет», — тенӗ федераци министрӗн ҫумӗ.
Ҫавӑн пекех А. Волин республикӑра тухакан кӗнекенсенчен ҫурри чӑвашла тухнине пӗлнӗ хыҫҫӑн кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Ун шучӗпе ҫакӑ республикӑра «чӗлхе йӑлине упраса хӑварнине, продукцие вара ыйтнине» кӑтартать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |